Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртса Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат тӑватӑ кунлӑха Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхне килсе кайрӗ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисемпе, халӑхпа тӗл пуласси.
Чи малтан вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне кӗрсе тухрӗ. Кунта Светлана Васильевна Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗнчен Улькка Эльменрен пысӑк салам илсе килнине пӗлтерчӗ, союз ҫинчен, И.Я.Яковлев мӗнле пысӑк ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Унтан тӑван чӗлхе ҫинчен сӑмах хускатрӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, сӑввисене вуларӗ. Хӑй кӗвӗленӗ юрӑсене баян каласа юрларӗ, шӑхличпе тӗрлӗ кӗвӗ каларӗ. Пӗччен – пӗр оркестр! Ачасене те мероприятие хутшӑнтарма манса каймарӗ. Тӑватӑ ачана тӑватӑ шӑхлич пачӗ, хӑй вара баянпа ташӑ кӗвви пуҫларӗ. Ачасем ун хыҫҫӑн шӑхличпе шӑхӑрса пычӗҫ. Пӗтӗм зал кӗрлерӗ ҫак вӑхӑтра, алӑ ҫупрӗ.
Иккӗмӗш тӗлпулу – Кивӗ Улхашра. Ку ял Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрет. Тӗлпулу Совет Союзӗн Геройӗ Н.Князькин ячӗллӗ вӑтам шкулта иртрӗ. Унта хӑнана чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш ташшипе кӗтсе илчӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗпе, поэтпа, прозаикпа, публицистпа Николай Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи литература ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Залра Николай Николаевичӑн хайлавӗсем янӑранӑ тата Алина Федорова тата Сергей Петров эстрада юрӑҫӗсем хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Ҫыравҫӑн хайлавӗсен хӑйнеевӗрлӗхпе филологи наукисен кандидачӗ Ольга Скворцова паллаштарнӑ. Николай Ларионов Зощенко пекех — ҫырма пуҫличчен пурнӑҫ мӗнне ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Чӗмпӗр ҫыравҫине Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Николай Ларионов 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1978 ҫултанпа Чӗмпӗрте пурӑнать. 2002-2018 ҫулсенче облаҫри чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулнӑ, «Шевле» литература пӗрлешӗвне пуҫарса янӑ. Паян вӑл — «Ульяновская правда» издательство ҫурчӗн наци хаҫачӗсен тӗп эксперчӗ.
Белорусси ҫӗршывӗнчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: чылай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ кинорежиссер тата писатель, киносценарист тата художник Дмитрий Никонорович Михлеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Д.Н. Михлеев 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографистсен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Белорусьфильм» студире ӗҫленӗ. «Косые майские дожди» (1975), «В земле наши корни (1975), «Интернат ты наш» (1986), «Капля в музее» (1988), «Конец сезона туманов» (2000), «Аптрамансен йӑхӗнчен» (2000) документлӑ фильмсен, «По секрету всему свету», (1977), «Воля вселенной» (1999), «Шахтеры» (1999), илемлӗ фильмсен режиссерӗ, «Дум-Пабиби-Дум» (2017) илемлӗ фильмӑн сценари авторӗ пулнӑ. Шупашкарта унӑн «Поле перейденное» (1985), «Ось земли» (2014) кӗнекисем тухнӑ.
Д.Н. Михлеев Шупашкара час-часах килсе ҫӳренӗ, Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑннӑ, чӑваш писателӗсемпе тата журналисчӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Паян Дмитрий Михлеев кинорежиссер, ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарчӗ.
Пирӗн паллӑ ентеш 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографи институтне (ВГИК) пӗтернӗ хыҫҫӑн «Беларусьфильм» киностудире ӗҫлеме пуҫланӑ (1972). Вӑл вӑтӑра яхӑн илемлӗ тата документлӑ фильм ӳкернӗ, вӗсенчен нумайӑшне Тӗнчери тата Пӗтӗм Союзри кинофестивальсенче чысланӑ.
Дмитрий Михлеев ӳнерҫӗ пек те палӑрнӑ, вӑл белорус ҫыравҫисен кӗнекисене илемлетнӗ. Белоруссири «Юнацва» тата Чӑваш кӗнеке издательстви вӑл ҫырнӑ калавсен, повеҫсен тата киносценарисен пуххисене пичетлесе кӑларнӑ.
Ун фильмӗсен ярӑмне Чӑваш наци телевиденийӗ кӑтартнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра вӑл «ЛИК», «Тӑван Атӑл», «КИЛ» журналсенче пичетленчӗ, икӗ ҫӗнӗ пьеса ҫырса чӑваш театрӗсене ярса пачӗ. Шел пулин те, хӑйсене тӗнче кӑвапи вырӑнне хуракан режиссерсем вӗсене тытса та пӑхасшӑн пулмарӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсенчен пӗри «ЛИК» журналта тухмалла. Халӗ ҫыравҫӑ тата режиссер «Ветка Палестина» сӑвӑсен ярӑмне пичете хатӗрлет.
Эпир Дмитрий Никоноровича иксӗлми хавхалану тата сывлӑх сунатпӑр.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |